Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче нимĕç чĕлхипе культура фестивальне чаплă та хаваслă лару-тăрура уçрĕç.

Университет студенчĕсем уява вырăсла тата нимĕçле ертсе пычĕç. «Фестиваль ирттерни – Раççей, Германи тата Чăваш ен хушшинчи туслăха çирĕплетес ĕçри пирĕн тӳпе. Хальхи вăхăтра культурăсем хушшинчи диалога, туслăха аталантарасси, чĕлхесене, тĕрлĕ халăх йăли-йĕркине, культурине хисеплеме хăнăхасси, чĕлхе вĕренес туртăма ӳстересси – тĕнчери тăнăçлăх никĕсĕ. Ют чĕлхесемпе культурăна вĕренсе, çынсем хăйсене валли çĕнĕ те илемлĕ тĕнче уçаççĕ», – терĕç уява ертсе пыракансем.


Фестивале университетри искусство факультетĕнчи Н.И. Иванова дирижер ертсе пыракан халăх инструменчĕсен оркестрĕ уçрĕ. Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Олег Егоров, Шупашкарти ача-пăча ӳнер шкулĕн вĕренекенĕ Семен Алексеев, чăваш халăх артисчĕ Августа Уляндина шăрантарнă илемлĕ юрăсем пурин кăмăлне те çĕклерĕç.


Фестивале хутшăнакансене университет ректорĕ А.Ю. Александров саламларĕ, çакнашкал фестиваль-форумсем ирттерни тĕрлĕ халăхсемпе тĕрлĕ çĕршыв хушшинчи туслăха, çыхăнăва çирĕплетес, аталантарас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.


Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин специалисчĕ Ю.Н. Суркова фестивале хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ.


Раççейри Германи Посольствинчен килсе çитнĕ Фредерике Хаберланд университет ертӳçисене çакнашкал илемлĕ мероприяти йĕркелесе ирттернĕшĕн тав турĕ, фестиваль халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшнине палăртрĕ.


Куракансене Чăваш республика вĕренӳ институчĕн ректорĕ Ю.Н. Исаев нимĕçле сăвă вуласа саламларĕ, хăйсен учрежденийĕ çумĕнче Гёте институчĕн ресурс центрĕ ĕçленине палăртрĕ, çав центр нимĕç чĕлхине иккĕмĕш ют чĕлхе пек вĕрентекен проектпа ăнăçлă ĕçленине, учительсене пысăк пулăшу кӳнине çирĕплетрĕ.


Гёте институчĕн ресурс центрĕн ертӳçи В.Ю. Кириллова, ют чĕлхе факультечĕн деканĕ М.В. Емельянова, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ, «Чăваш Республикинчи нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕ» проектăн ертӳçи А.М. Иванова хальхи вăхăтра ют чĕлхесем вĕренни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ĕнентерчĕç.


Уяв вĕçĕнче куракансене искусство факультечĕн студентки Карина Тимофеева нимĕçле юрăпа тата Канаш хулинчи патшалăх службипе управлени лицейĕнчен килнĕ ачасем нимĕçле спектакльпе савăнтарчĕç.