Хыпарсем
Нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕ пынă май Чăваш патшалăх университетĕнче ака уйăхĕн 4 тата 5-мĕш кунĕсенче «Чăматанри нимĕç чĕлхи» анимациллĕ уроксем иртрĕç. Занятие Чăваш республика вĕренӳ институчĕ çумĕнче ĕçлекен
«Пĕр тан калаçу» федераллă проекта пурнăçланă май 2019 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче пирĕн факультетри журналистика уйрăмĕн студенчĕсем «Чăваш ен» телерадиокомпани директорĕпе Е.А. Канюкапа йĕркеленĕ тĕлпулăва хутшăнчĕç.
2019 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче Ăслăлăх эрнине уçрĕç. Пĕтĕм Раççейри студентсен 53-мĕш наука конференцине кăçал Шупашкар хули 550 çул тултарнине халалланă.
2019 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче журналистика кафедринче «Журналистика историйĕн, теорийĕпе практикин çивĕч ыйтăвĕсем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.
Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче нимĕç чĕлхипе культура фестивальне чаплă та хаваслă лару-тăрура уçрĕç.
Университет студенчĕсем уява вырăсла тата нимĕçле ертсе пычĕç.