Хыпарсем
Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Чебоксары Арена» пăр керменĕн конференц-залĕнче Чăваш енри Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта иртнĕ çул чи лайăх çитĕнӳ тунă спортсменсемпе тренерсен ячĕсене палăртнă.
2019 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ тĕп хуламăрти Республика площадĕнче «Эпир пурте пĕрле!» уява хутшăнчĕ. Крым Раççей йышне кĕнĕренпе пилĕк çул çитнине халалласа иртернĕ мероприятире
Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче шкул ачисем валли тĕрлĕ тематика шкулĕсем ĕçлеççĕ.
Преподавательсем ачасем валли интереслĕ программăсем хатĕрленĕ:
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Чăваш патшалăх университечĕн студенткине Лана Прусаковăна Красноярск хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери XXIX хĕллехи Универсиадăра ҫĕнтернĕ ятпа саламларĕ.
2019 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиадăра ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнисемпе тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫура Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев хутшăннă.
2019 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче факультетра вырăс литературипе йĕркеленĕ кружокăн черетлĕ занятийĕ иртрĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн кружокра «Вырăс литературинчи хĕрарăм сăнарĕ» темăна тишкерчĕç.