Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 2-мĕшĕччен Хусан хулинче Раççейри студентсен спорт клубĕсен ассоциацийĕн «Пирĕн суйлав – спорт» фестивалĕ иртнĕ. Çак пысăк форума Раççей Федерацийĕнчи 55 регион представителĕсем – 2 пин çын ытла аслă тата вăтам вĕренÿ заведенийĕсенче

2019 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче факультет студенчĕсем преподавательсемпе пĕрле Славян çырулăхĕн кунне халалланă мероприятие хутшăнчĕç.

Республикăн Хĕрлĕ площадĕнче иртнĕ уяв концертĕнче хор коллективĕсем юрларĕç.

2019 çулхи çу уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче Шупашкарта «Волга-Янцзы» форум иртрĕ, вăл Раççейри 50 тата Китайри 29 аслă шкула пĕрлештерет.

Форум хăйĕн ĕçне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе паллаштарассинчен пуçларĕ.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентне, олимп резервлă 2-мĕш спорт шкулĕнчи фристайл уйрăмĕн вĕренекенне Лана Прусаковăна Красноярск хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи универсиадăри çĕнтерÿшĕн республика бюджетĕнчен 75 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

2019 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти «Амазония» этнокомплексра «Ульяновец» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ 57-мĕш çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Ăна Шупашкар хули 550 çул тултарнине тата Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 74 çул çитнине халалланă.

Раççей Федерацийĕн наука тата аслă пĕлӳ Министерствин хушăвĕпе килĕшӳллĕн факультетри журналистика уйрăмĕн 3-мĕш курс студенчĕсене Ксения Скворцовăна тата Алина Хабибуллинăна паллă поэт, публицист А.А. Вознесенский стипендине пама йышăннă.

1941–1945 çулхи Аслă Аттелĕх вăрçинчи Çĕнтерĕве халалласа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ А.Ю. Александров ректорпа пĕрле майăн 9-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕнче Мухтав палăкĕ умне чечексем хучĕ.

2019 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерӳ уявне халалласа факультетра «Салтак юррин сехечĕ» юрăллă-литературăллă композици лартрĕç. Ăна йĕркелекенĕ – чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ И.И. Иванов.