1941–1945 çулхи Аслă Аттелĕх вăрçинчи Çĕнтерĕве халалласа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ А.Ю. Александров ректорпа пĕрле майăн 9-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕнче Мухтав палăкĕ умне чечексем хучĕ.


Мероприятие Чăваш Ен пуçлăхĕ М.В. Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн депутачĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Федераци Пухăвĕн членĕсем, Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ветерансем, политика партийĕсен представителĕсем, хула çыннисем чылайăн хутшăнчĕç.


Университет преподавателĕсемпе студенчĕсем Афганистанра тата Çурçĕр Кавказра пуç хунă салтаксен палăкĕсем умне те чечексем хучĕç.


Мероприятире вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн ĕçтешĕсем те пулчĕç.