2019 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче преподавательсемпе университет ĕçченĕсен илемлĕ пултарулăх фестивалĕ иртрĕ.

Кăçал пирĕн аслă шкул патшалăх аккредитацийĕн тĕрĕслевне тухнипе ку уява кĕркуннерен çурхи вăхăта куçарма тиврĕ. Çакă фестиваль пахалăхне пĕртте чакармарĕ. Пушшех урăхла – ăмăртăва пурте кĕтнĕ. Халĕ фестиваль иртекен вăхăт çеç мар, ун ячĕ те улшăннă – «Весна на Университетской улице».


Пирĕн факультет преподавателĕсем яланхи пекех сцена çинче питĕ хастар пулчĕç. Концертра илемлĕ юрă янăрарĕ, тăпăр-тăпăр ташă куçа илĕртрĕ, сăвă та вуларĕç, çавăн пекех кулăшла видео та пулчĕ.


Жюри факультетăн сцена çинчи ăсталăхне II вырăн парса чыс турĕ. Кунсăр пуçне вĕрентекенсем çак номинацисенче чи маттур пулнине палăртрĕç:

«Чи лайăх халăх ташши»,

«Чи лайăх видеоролик»,

«Массăлла хутшăннишĕн».