Хусан хулинчи «ТАТМЕДИА» компанире Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика кафедрин ертӳçи А.П. Данилов тата Л.А. Васильева, Г.В. Хораськина доцентсем пулчĕç. Вĕсем «Сувар» хаçат редакцийĕ чĕннипе вĕренӳпе методика семинарĕ ирттерчĕç.


Квалификацине ӳстермелли курссене Аксубай, Нурлат, Çĕпрел, Пăва районĕсенчи чăвашла тухса тăракан хаçат-журнал редакцийĕн тата Тутарстан Республикинчи «Сувар» издани ĕçченĕсем хутшăнчĕç.


ЧПУри журналистика кафедрин преподавателĕсем кӳршĕллĕ регионти ĕçтешсемпе килĕштерсе пурăнни çĕнĕлĕх мар. Хусанта вĕсем кунашкал семинар 2017-мĕш çултах ирттернĕччĕ. Пĕлтĕр вара «Сувар» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем хăйсем Шупашкара килсе Чăваш патшалăх университетĕнче ăсталăхне аталантарчĕç, ĕçре интернет-ресурссемпе усă курас ыйтусене тишкерчĕç.