Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче авалхи пысăк та илемлĕ уява – Çăварние кĕтсе илчĕç.

Университетăн «Г» корпусĕнчи фойере тĕрлĕ факультетсем кулинари ăсталăхне кăтартса ăмăртрĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Паллах, аслă Çăварнин тĕп апачĕ – икерчĕ. Ку уявра сĕтел тулли икерчĕ пулчĕ, ăна пурте тенĕ пекех тутанса пăхрĕç, çуркунне çитнишĕн савăннине палăртрĕç, пурăнăç çаварни икерчи пек пыл та çу пултăр тесе пĕр-пĕрне ăшшăн саламларĕç.

Факультетсен пултарулăхне жюри председателĕ А.Ю. Александров ректор хакларĕ.

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ «Çăварние кĕтни» номинацире палăрса диплом илме тивĕç пулчĕ.