2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш чӗлхипе тата литературипе олимпиада иртрĕ. Унта хутшăнакансем икĕ номинаципе ăмăртрĕç: «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» тата «Чăваш чĕлхин илемĕ».


«Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» олимпиадăра 2022 тата 2023 ҫулсенче ҫӗнтернĕ 37 шкул ачи хутшӑнчӗ. Вĕсем Чӑваш Республикинчен, Ульяновск облаҫӗнчен тата Тутарстан Республикинчен пулчĕç.


Олимпиада пынă вӑхӑтра педагогсем валли Чӑваш патшалӑх университечӗн «Еткерлĕх» Этнокультура центрӗнче экскурси йӗркеленӗ.


«Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» – 2023 олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем.


«Чăваш чĕлхин илемĕ» олимпиада вара онлайн форматпа иртрĕ, унта 600 яхăн студентпа шкул ачи хутшăнчĕ.


Шкул ачисен «Чăваш чĕлхин илемĕ» – 2023 олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем.


Студентсен «Чăваш чĕлхин илемĕ» – 2023 олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем.