2024 çулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнче Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхипе тата литературипе шкул ачисен федераци олимпиади иртрĕ. Унта «Чӑваш чӗлхипе литератури» профиль кĕнӗ.

Олимпиадӑра 20 ытла профиль тӑратнӑ: авар, алтай, пушкӑрт, даргин, долган, карел, кета, крым тутар, кумык, лак, лезгин, мари, мăкшă, ненец, вырӑс, табасаран, тутар, тува, удмурт, украин, хакас, чечен, чӑваш, чукча, эвенк, ирçе, юкагир, якут чӗлхисем.


Олимпиадӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ онлайн форматра иртрӗ. «Чӑваш чӗлхипе литератури» профильпе унта Чӑваш Ен, Тутарстан тата Пушкӑртстан шкулĕсенче 8-11 класра вӗренекенсем 200 çын ытла хутшӑннӑ.


Олимпиадӑн юлашки тапхӑрне 56 шкул ачи хутшӑннӑ. Олимпиада уҫăлнă ятпа вӗсене чӑваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечӗн деканӗ А.М. Ивановa, федерацин Ҫурҫӗр-Хӗвелтухӑҫ университетӗнчи (Якутск хули) вӗренӳ учрежденийӗсемпе ӗҫлекен пай пуçлăхӗ Е.С. Дьяконова, ЧПУри пултаруллӑ çамрӑксемпе ӗҫлекен центр ертӳҫи И.К. Иванова саламларӗҫ.


Олимпиадӑна хутшӑнакансене вырӑс тата чӑваш филологийĕпе журналистика факультечӗн студенчӗсем те саламланӑ. Вӗсен юрри-сăвви-ташшисем залра ларакансен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклерӗҫ.