2019 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче спорта кăмăллакан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 300 ытла ĕçченĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2019» ăмăртăва хутшăнчĕ.

Ăмăрту кăçалхипе ХХХVII хут иртрĕ. Хĕллехи çак спорта юратакансем хушшинче пирĕн факультет преподавателĕсем те пулчĕç. Университет ректорĕ А.Ю. Александров «Г» корпус умĕнчи лапамра тухса калаçнă май аслă шкулăмăрăн спортсменĕсем яланах питĕ маттур пулнине палăртрĕ. Пултарулăхĕпе уйрăмах палăрнисене вара Чăваш Республика Пуçлăхĕн стипендине пама йышăнни çинчен çирĕплетекен свидетельствăсем тыттарчĕ.


Кайран йĕлтĕрпе ăмăртакансене хăтлă автобуссене лартса ăмăрту трасси вырнаçнă çĕре илсе çитерчĕç. Ăмăрту трасси яп-яка çуталса выртать. Кунта çывăхрах вырнаçтарнă ятарлă чатăрсенче чей ĕçсе ăшăнма та, кукăль-пӳремеч çырткаласа яма та май пулчĕ.


Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕ тата асăннă ăмăртăвăн тĕп судйи Лана Прусакова спортсменсене ăнăçу сунса тухса калаçрĕ.


Çак кун старта тухнисене хĕллехи трасса лайăх кăтартусемсĕр пуçне шăм-шак çăмăллăхĕпе вăй-хал тата çирĕп сывлăх та пачĕ. Малаллахи пурнăçра вара ку чи кирли.