2019 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче факультетра вырăс литературипе йĕркеленĕ кружокăн черетлĕ занятийĕ иртрĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн кружокра «Вырăс литературинчи хĕрарăм сăнарĕ» темăна тишкерчĕç.


Студентсем малтан текстпа ĕçлемелли ыйтусене тимлерĕç. Унтан кружок ертӳçи О.К. Евдокимова доцент вырăс литературинчи хĕрарăм сăнарĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Кружока çӳрекенсем Татьяна Ларина, Соня Мармеладова, çавăн пекех И. Тургенев хайлавĕсенчи тĕп сăнарсем çинчен интересленсе итлерĕç.


Çитес заняти мартăн 14-мĕшĕнче, кĕçнерникун, 13 сехет те 20 минутра пуçланать, 405-мĕш аудиторинче иртет.