Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Чăваш патшалăх университечĕн студенткине Лана Прусаковăна Красноярск хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери XXIX хĕллехи Универсиадăра ҫĕнтернĕ ятпа саламларĕ.



«Çак яваплă ăмăртусенче Эсир хăвăр ума лартнă тĕллевсене питĕ лайăх пурнăçларăр, пысăк çĕнтерӳ турăр, куракансене асра юлакан илĕртӳллĕ уяв парнелерĕр», – тенĕ телеграммăра.