Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче шкул ачисем валли тĕрлĕ тематика шкулĕсем ĕçлеççĕ.

Преподавательсем ачасем валли интереслĕ программăсем хатĕрленĕ: кĕçĕнрех çулхисем валли – вăйă йĕркипе иртекен занятисем, аслăрах çултисем вара йывăртарах ĕçсем пурнăçлĕç, олимпиадăсенче тĕл пулакан кăткăс ыйтусене тишкерĕç, вырăс чĕлхипе тата литературипе экзаменсене хатĕрленĕç.

Суйласа илнĕ шкула çырăнас тесен ачасен е вĕсен ашшĕ-амăшĕсен электрон почтăпа заявка ямалла, хушамат, ят, ашшĕ ятне, хăш шкулта тата миçемĕш класра вĕреннине кăтартмалла.



«Грамотей» вырăс чĕлхи шкулĕ

Мартăн 25 – 29-мĕшĕ

Аудитори: 2-11-мĕш классенче вĕренекен шкул ачисем.

Программăра:

- вырăс чĕлхипе пĕлĕве ӳстересси, унччен вĕреннине аса илесси, çĕнĕ материалпа ĕçлеме хăнăхасси;

- олимпиадăна хатĕрленесси: тавракурăма аталантарасси, лингвистика задачисене пурнăçласси, текстсемпе ĕçлеме хăнăхасси;

- вырăс чĕлхипе экзамен тытма хатĕрленесси: тест ыйтăвĕсемпе ĕçлесси, сочиненипе изложени çырма хăнăхасси.

Кун йĕрки: кунсерен, 11:30 – 13:10.

Хакĕ: 1000 тенкĕ – 5 куншăн (10 сехет).

Ăçта иртет: вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ (Университет урамĕ, 38-мĕш çурт).

Тулли информацие 8-903-063-09-22 телефонпа ыйтса пĕлме пулать (ертӳçĕ – Кожемякова Екатерина Аркадьевна). Заявкăсене This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. электрон почтăпа ямалла.



Литература олимпиади: ыйтусем тата хуравсем

Мартăн 25 – 28-мĕшĕ

Аудитори: 5-6-мĕш классенче вĕренекен шкул ачисем.

Программăра:

1. Çыруллă пуплеве тата сочинени çырас хăнăхусене аталантарасси;

2. Муниципалитет тата регион шайĕнче иртекен олимпиада ыйтăвĕсемпе ĕçлесси, хуравĕсене хак парасси:

- олимпиада ыйтăвĕсенче тĕл пулакан тĕрлĕ жанрлă текстсемпе ĕçлесси, тĕрлĕ цитата тăрăх эссе çырма хăнăхасси;

- проза тата поэзи тексчĕсене туллин тишкерме вĕренесси;

- харпăр хăй тĕллĕн творчество ĕçĕ çырса ăна преподавательпе пĕрле тишкересси;

- шкул ачисен проект ĕçĕ çырас ăсталăхне аталантарасси.

Кун йĕрки: кунсерен, 9.00 – 11.30.

Хакĕ: 1500 тенкĕ – 4 куншăн (12 сехет).

Ăçта иртет: вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ (Университет урамĕ, 38-мĕш çурт).

Тулли информацие 8-917-653-48-27телефонпа ыйтса пĕлме пулать (ертӳçĕ – Иванова Ирина Константиновна). Заявкăсене This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. электрон почтăпа ямалла.



Вырăс чĕлхипе тата литературипе экзамен тытма хатĕрленесси

Мартăн 26 – 29-мĕшĕ

Аудитори: 9-мĕш класра вĕренекен шкул ачисем.

Программăра:

- вырăс чĕлхи (орфографипе тата пунктуаципе хатĕрленĕ тест ыйтăвĕсем, лингвистика сочиненийĕн уйрăмлăхĕсем, пуплев йăнăшĕсен тишкерĕвĕ);

- литература (литературăпа хатĕрленĕ тест ыйтăвĕсем, сочинении çырас хăнăхусене аталантарасси, хаклав критерийĕсемпе паллашасси);

- вырăс чĕлхипе тата литературипе экзамен ĕçĕ çырса пăхасси, кашни ĕçе уйрăммăн тишкересси.

Кун йĕрки: кунсерен, 12.00 – 14.30.

Хакĕ: 1500 тенкĕ (12 сехет).

Ăçта иртет: вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ (Университет урамĕ, 38-мĕш çурт).

Тулли информацие 8-903-379-11-96 телефонпа ыйтса пĕлме пулать (ертӳçĕ – Евдокимова Ольга Константиновна). Заявкăсене This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. электрон почтăпа ямалла.



Сочинени çыратпăр…

Мартăн 27 – 30-мĕшĕ

Аудитори: 7-8-мĕш классенче вĕренекен шкул ачисем.

Программăра:

- литературăпа сочинени çырма хăнăхасси, çыру ĕçне аталантарасси;

- шкулта литературăпа тытакан экзамена (ОГЭ) хатĕрленесси.

Кун йĕрки: кунсерен, 15.00 – 17.30.

Хакĕ: 1500 тенкĕ (12 сехет).

Ăçта иртет: вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ (Университет урамĕ, 38-мĕш çурт).

Тулли информацие 8-903-379-11-96 телефонпа ыйтса пĕлме пулать (ертӳçĕ – Евдокимова Ольга Константиновна). Заявкăсене This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. электрон почтăпа ямалла.



«Çивĕч калем» журналистика шкулĕ

Мартăн 25 – 29-мĕшĕ

Аудитори: 8-11-мĕш классенче вĕренекен шкул ачисем.

Программăра:

• сочинени çырма хатĕрленесси (ЕГЭ + пултарулăх экзаменĕ)

• ют çĕршыв журналистики

• çĕнĕ информаци технологийĕсем (Интернет-журналистика)

• журналистикăри çивĕч ыйтусем

• хальхи пресс-служба

• паллă журналистсен мастер-класĕсем

• хаçат-журнал редакцийĕсенче, телевиденире тата радиостанцисенче экскурсире пулса курни.

Кун йĕрки: кунсерен, 10.00 – 12.30.

Хакĕ: 1500 тенкĕ – 5 куншăн.

Ăçта иртет: вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ (Университет урамĕ, 38-мĕш çурт).

Тулли информацие 8-919-976-15-93 телефонпа ыйтса пĕлме пулать (ертӳçĕ – Хораськина Галина Витальевна). Заявкăсене This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. электрон почтăпа ямалла.