2019 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ А.Ю. Александров 2018-2019 вĕренӳ çулĕнче иртнĕ «Эпĕ – профессионал» олимпиадăн пĕтĕмлетӳ тапхăрне хутшăннă студентсемпе тата факультет деканĕсемпе тĕл пулчĕ. Тĕлпулăва ертсе пыраканĕ Д.А. Троешестова, университетри пултаруллă çамрăксемпе ĕçлекен Центр ертӳçи, пулчĕ.


Андрей Юрьевич олимпиадăна хутшăннă ачасене хастар пулнăшăн, проект ĕçĕнче пултарулăх кăтартнăшăн тав сăмахĕ каларĕ, кунашкал пысăк мероприятисене хутшăнни малашне професси компетенцийĕсене алла илме пулăшнине, аталанма, йышра ĕçлеме хăнăхтарнине палăртрĕ.


Тĕлпулура студентсем те тухса калаçрĕç. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн 3-мĕш курс студентки Галя Путилова олимпиадăна хăй епле хутшăнни çинчен презентаци туса кăтартрĕ, Санкт-Петербургри хĕллехи шкулта вĕренни тата Чулхулари олимпиада мĕнлерех иртни пирки каларĕ.


Галина Путилова студентка каласа кăтартнинчен:

«2019-мĕш çулта иртнĕ хĕллехи шкул Санкт-Петербургра февралĕн 11-17-мĕш кунĕсенче иртрĕ. Унта пĕтĕм Раççейрен 100 яхăн ача пуçтарăнчĕ. Уяв Санкт-Петербург патшалăх университетĕнчи филологи факультетĕнче декан пулăшаканĕ пулса ĕçлекен В.П. Казаков саламĕнчен пуçланчĕ.

Хĕллехи шкул программине питĕ пуян та интереслĕ йĕркеленĕ.

Кунсерен лекцисем, практика занятийĕсем, семинарсем иртрĕç, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явмалли проектсем, кейс заданийĕсем пулчĕç.


Эпир паллă çынсемпе тĕл пулса вĕсен лекцийĕсене итлерĕмĕр, тавракурăма аталантартăмăр, пултарулăха туптарăмăр, пĕр эрне хушши хаваслă та ĕçлĕ кăмăлпа пурăнтăмăр. Паллах, пулас олимпиадăна та хатĕрлентĕмĕр, малашнехи профессире кирлĕ пулакан хăнăхусене çирĕплетрĕмĕр. Унсăр пуçне, чылай тус-юлташ тупрăмăр, пушă вăхăтра Санкт-Петербург хулинчи илемлĕ вырăнсемпе паллашрăмăр. Хĕллехи шкулти пĕр эрне сисĕнмесĕр хăвăрт та усăллă иртсе кайрĕ.


«Эпĕ – профессионал» олимпиадăн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ нарăсăн (февралĕн) 21-мĕшĕнче Чулхулара иртрĕ. Заданисем питĕ йывăр пулнине туйрăм, анчах та вĕсене пурнăçлас тесе пĕтĕм вăя хутăм. Ман шутпа, çакнашкал олимпиадăсене хутшăнни усă парать, хамăрăн вăйлă тата вăйсăр енсене палăртма пулăшать, хăш енчен ытларах аталанмаллине кăтартать».


Галя Путилова калаçу вĕçĕнче ректора, Андрей Юрьевича, çавăн пекех факультет ертӳçисене хĕллехи шкулта тата олимпиадăра хутшăнма майсем туса панăшăн тав турĕ.