2019 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ тĕп хуламăрти Республика площадĕнче «Эпир пурте пĕрле!» уява хутшăнчĕ. Крым Раççей йышне кĕнĕренпе пилĕк çул çитнине халалласа иртернĕ мероприятире вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем те пулчĕç.


Университет ĕçченĕсемпе вĕренекенĕсем Шупашкарти ытти организацисемпе предприятисен, тĕрлĕ политика партийĕн представителĕсемпе пĕрле хамăрăн Тăван çĕршывăмăрпа – тĕрлĕ халăх туслă пурăнакан пысăк та мăнаçлă Раççей Федерацийĕпе – мухтаннине, савăннине палăртрĕç.


Концерт-фестивальте пултарулăх коллективĕсем, чăваш эстрада артисчĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарса халăха савăнтарчĕç.


КĔСКЕ СПРАВКА:

Крымпа Севастополь 2014 çулта референдум пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшуллĕн Раççей регионĕ пулса тăчĕ. Ун чух сасăлава хутшăннă халăхăн 96 проценчĕ Раççей Федерацийĕн йышне кĕресси пирки пĕлтерчĕ.


Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Крым Республикин Министрсен Канашĕ суту-илӳпе экономикăра, наукăпа техникăра, социаллă тата культура сферисенче пĕрле ĕçлесси пирки килĕшӳ тунă.