2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 1–24-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕ иртет. «Чăваш енри Германи кунĕсем» проекта Раççей Федерацийĕнчи Германи çĕршывĕн Посольствипе пĕрле И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ пурнăçлать.


Асăннă кунсенче Чăваш енре кăсăклă мероприятисем пулса иртĕç. Чăваш патшалăх университетĕнче студентсемпе шкул ачисем «Нимĕçсен Раççейри историйĕ: пĕр тăван Гумбольдтсен еткерĕ» ятлă интерактивлă лекци итлĕç, «Нимĕç чĕлхине эпĕ пĕлетĕпех-и?» олимпиадăна хутшăнĕç.


Наци библиотекинче «Германири кĕнеке культури» литература куравĕ ирттерме палăртнă. Унта сайра тĕл пулакан кĕнекесемпе документсен центрĕнче упранакан кăларăмсемпе, XVIII-XIX ĕмĕрсенче готика шрифчĕпе усă курса çырнă нимĕç литературин оригиналлă хайлавĕсемпе паллашма май пулĕ.


Чăваш Республикин вӗренӳ институчĕн çумĕнче ĕçлекен Гёте институчĕн Ресурс центрĕ пулăшнипе студентсем, шкул ачисем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем валли хатĕрленĕ «Чăматанри нимĕç чĕлхи» анимаци урокĕсем иртĕç.


Чăваш енпе Германин экономика çыхăнăвĕнчи çĕнĕлĕхсене сӳтсе явма çавра сĕтеле пуçтарăнĕç.


Германи çĕршывĕнчи вĕренӳпе тата ăслăлăхпа кăсăкланакансем валли ятарласа презентаци хатĕрлĕç, унта тĕрлĕ стипенди программисемпе, аслă вĕренӳ заведенийĕсемпе, çуллахи вăхăтра ĕçлекен чĕлхе шкулĕсемпе паллашма май пулĕ.


Нимĕçсен çĕршывĕнче халиччен пулса курман ентешсене виртуаллă экскурсине йыхравлаççĕ, Германири паллă вырăнсене тишкерсе видеопрезентаци кăтартаççĕ. Виртуаллă çулçӳрев кăсăклă пуласса шантараççĕ.


Шкулсенче нимĕç чĕлхине иккĕмĕш ют чĕлхе пек вĕрентекенсем валли икĕ кунлăха тăсăлакан «Aufgabenorientierter Deutschunterricht» / «Коммуникативные задания в обучении немецкому языку» / «Нимĕç чĕлхине вĕренмелли коммуникативлă заданисем» семинар йĕркелеме палăртнă.


Фестивальте пуçласа нимĕç халăх юмахĕсем тăрăх хатĕрленĕ театр миниатюрисен конкурсĕ иртĕ, тупăшăва шкул ачисемпе студентсен театр ушкăнĕсем хутшăнĕç.


«Анкор» вĕренӳ центрĕнче каçхи кинокурав ирттерме палăртнă. Унта «Германие хапăл тăватпăр» ятлă нимĕçле видеофильм курма май килĕ.

Чăваш енри Германи кунĕсем Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капеллин савăнăçлă концерчĕпе вĕçленĕç.


Фестиваль ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусĕнчи акт залĕнче уçăлать. 11 сехетре пуçланать. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр!


Фестиваль программи


Буклет


Кĕске справка:

Раççей регионĕсенчи Германи кунĕсем

Раççейпе Германи халăхĕсен культура тĕлпулăвĕсене халалланă çулталăкра (2003/2004-мĕш çулсем) «Регионсенчи Германи кунĕсем» проект хута кайнă, унтанпа вăл пысăк, сумлă уявсен йышне кĕнĕ. Çулсерен Раççейри 25 регионта Калининградран Владивостока çитичченех Германи кунĕсем иртеççĕ. Мероприятисем Раççей Федерацийĕнчи Германи çĕршывĕн Посольствин пулăшăвĕпе пурнăçланаççĕ.

Çак фестиваль – Германири культура, вĕренӳ, ăслăлăх тата экономика ыйтăвĕсемпе паллаштаракан, темиçе куна е эрнене тăсалакан тĕрлĕ мероприятисен пуххи.