2019 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ В.В. Путин Красноярскра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи ХХIХ универсиада çĕнтерӳçисемпе тĕл пулнă.

Унта пирĕн факультет студентки Лана Прусакова та хутшăннă.


2019 çулхи Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи ХХIХ универсиадăра Раççей студенчĕсен пĕрлешӳллĕ командине ăмăртса çитекен пулман. Пирĕн ачасем пуринчен нумай – (112) медаль çĕнсе илнĕ, вĕсенчен 41 ылтăн медаль, 39 кĕмĕл тата 32 бронза. Кăнтăр Кореяпа Япони çĕршывĕсем – медаль шучĕпе иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче: вĕсен 14-шар тата 13-шер медаль.



Ылтăн медаль çӳпçинче 18 çулхи фристайлисткăн, Чăваш енри Лана Прусаковăн, тӳпи те пур. Вăл – олимп резервлă 2-мĕш спорт шкулĕнчи фристайл уйрăмĕн вĕренекенĕ, Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика уйрăмĕн студентки, универсиада ăмăртăвĕсенчи слоуп-стайл спорт вăййисен çĕнтерӳçи. Нумаях пулмасть-ха талантлă спортсменкăна Универсиадăн ытти медалисчĕсемпе пĕрле Владимир Путин телеграмма ярса саламланăччĕ. Çак юнкун вара çĕнтерӳçĕсене Мускава чĕннĕ, унта Владимир Путин каччăсемпе хĕрсене хăй саламланă.


Тĕлпулу Мускаври «Халапсен паркĕ» ятлă спортпа кану лаптăкĕнче вырнаçнă «Анастасия Давыдован синхронлă ишевĕн Олимп центрĕ» спорт комплексĕнче иртнĕ. В.В. Путин Раççей командине пĕтĕмĕшле ушкăн ăмăртăвĕн зачетĕнче çĕнтерӳ тунă ятпа салам тата тав сăмахĕ каланă, студентсемпе калаçнă тата ыйтусене хуравланă.