2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Чăваш чĕлхин илемĕ» онлайн олимпиада иртет. Ăна И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн дистанци мелĕпе вĕренмелли Moodle системинче ирттереççĕ.


Чăваш чĕлхипе тата литературипе йĕркеленĕ ăмăртура Раççейри тата ют çĕршывсенчи шкулсенче вĕренекен ачасем, колледж тата аслă шкул студенчĕсем (чăваш филологи факультетĕнче е уйрăмĕнче вĕренекенсемсĕр пуçне) хутшăнма пултараççĕ.


«Чăваш чĕлхин илемĕ» олимпиадăна хутшăнма кăмăл тăвакансен http://moodle.chuvsu.ru сайтра 2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 10 сехетчен регистрациленсе анкета тултармалла.


Олимпиада пуçлансан регистраци хупăнать. Олимпиада ыйтăвĕсене 2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 10 сехетрен пуçласа 21 сехетчен хуравлама юрать.


Çыхăнмалли телефон 8 937 39 39 783: (Иванова Алена Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ).


Moodle.chuvsu.ru системăра регистрациленмелли тата анкета тултармалли инструкци.