Пĕтĕм Раççейри студентсен 53-мĕш наука конференцийĕн эрнинче Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕ Хусан федераллă университетĕнчи Каюм Насыри ячĕллĕ вĕренÿпе культура центрĕпе пĕрле чăваш тата тутар лингвокультурологийĕпе йĕркеленĕ наука секцийĕ ирттерчĕ.


Студентсем хăйсен доклачĕсенче тĕрлĕ культурăсем хушшинчи çыхăнура чĕлхесем мĕнле вырăн йышăнни пирки, хальхи чăваш чĕлхинчи тутар йышăнăвĕсем, чăваш тата ытти тĕрĕк чĕлхисен калаçăвĕнче час-часах тĕл пулакан фразеологизмсем çинчен каласа кăтартрĕç.


Секци ларăвне хутшăнакансем Настя Федорова студенткăн докладне тимлесе итлерĕç. Вăл чăваш литература чĕлхи аталанăвĕнче Хусан хули пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, Хусанта ĕçленĕ паллă чăваш тĕпчевçисемпе вĕсен ĕçĕсем пирки каласа пачĕ. Докладра çавăн пекех Хусанта ĕçлеме пуçланă чăвашсен пĕрремĕш театрĕ тата «Хыпар» хаçат тухма пуçлани çинчен сăмах пычĕ. Хусан хули ячĕпе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене, юрăсемпе такмаксене, юмахсене тишкересси те интереслĕ пулчĕ.


Лару вĕçĕнче секци ертÿçи А.М. Иванова чăваш чĕлхи историйĕнче Хусан пысăк тапхăр йышăннине палăртрĕ: чăваш литература чĕлхи аталаннă вăхăтра тĕп чăваш литератури çак хулара пичетленсе пынă, чăваш чĕлхине тĕпчесси те Хусанта аталанса вăй илнĕ.