Чăваш ен çыннисемпе хăнисем Чăваш Республикинче иртекен Германи кунĕсем пынă вăхăтра нимĕç халăхĕн культурипе тата классикĕсен вилĕмсĕр хайлавĕсемпе паллашма пултараççĕ.

Нимĕç чĕлхипе культурин фестивалĕ акан 1-мĕшĕнчен тытăнса асăннă уйăхăн 24-мĕшĕчченех тăсăлать. Уява хутшăнакансенчен чылайăшĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем. Паянхи кун шăпах çак аслă шкул нимĕç культурин вучахĕ тата çав вăхăтрах чĕлхе олимпиадисемпе конкурсĕсене, анимаци урокĕсене ирттерекен вырăн пулса тăчĕ.


Чăваш енре Германи кунĕсем 2003 çултанпа иртеççĕ, проекта пурнăçа кĕртес енĕпе Раççейри Германин элчĕлĕхĕ пулăшса тăрать. Кăçалхи программа ытти çулхисенчен чылай пуянрах та анлăрах. Республикăра пурăнакансем çак çĕршывăн тĕрлĕ ӳнер тĕсĕсемпе – литературипе, юрри-кĕввипе, сăн ӳкерчĕкĕсемпе, киновĕпе, театрĕпе – уйăха яхăнах паллашма пултараççĕ.


Кунсăр пуçне Германи çĕрĕ çинчен виртуаллă экскурсисем те пулĕç. Чикĕ леш енче пĕлӳ илес текенсене вара нимĕçсен аслă шкулĕсем сĕнекен çуллахи чĕлхе шкулĕсем пирки каласа парĕç.


Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен студентсем тата шкул ачисем Раççейри нимĕçсен историйĕпе тата пĕртăван Гумбольдтсен еткерлĕхĕпе паллаштаракан интерактивлă лекцие итлеме ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ çак кунсенче, нимĕç чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра та хутшăнчĕç.


Фестиваль тĕллевĕ – нимĕç культурипе тĕплĕнрех паллаштарасси. Студентсемпе шкул ачисем театр конкурсĕнче нимĕç халăхĕн юмахĕсем тăрăх лартнă миниатюрăсем кăтартĕç. Çак марафонăн асра юлмалли саманчĕсенчен пĕри вара кинокурав каçĕ пулĕ. Кунта «Германи хапăл туса кĕтсе илет» нимĕçле фильм курма пулĕ. Ăна акан 19-мĕшĕнче «Анкор» центрта кăтартĕç.


Чăваш енри Германи кунĕсем Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш симфони капеллин «Нимĕç кĕввин мерченĕсем» ятлă пысăк концертпа вĕçленĕç.


Рифат ФАТКУЛЛИН. "Советская Чувашия" хаçат. 2019. Апрель 9.