Шупашкарти 29-мĕш вăтам шкулта Космонавтика кунне халласа «Космос сăввисем» сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Мероприятие йĕркелекенĕ – Шупашкар хулин Мускав район администрацийĕ çумĕнчи Çамрăксен правительстви пулчĕ. Сăвă конкурсне хатĕрлекенсем тата ертсе пыракансем вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕсем Оля Кириллова тата Анастасия Порфирьева пулчĕç. Сăмах май каласан, Анастасия Порфирьева – Çамрăксен правительствин председателĕ.


Мероприятие уçнă чух Шупашкар хулин Мускав район администрацийĕнчи обществăлла пĕрлешӳсемпе тата йĕркелӳ ĕçĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Т. Андронникова, Шупашкар хула администрацийĕнчи çамрăксемпе тата обществăлла аталану енĕпе ĕçлекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Д. Курносова, Шупашкарти 29-мĕш вăтам шкул директорĕ И. Тумаков салам сăмахĕсем каларĕç. Куракансем умĕнче Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, чăваш халăх писателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Юхма Мишши те тухса калаçрĕ.


Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн доценчĕсем Л.А. Васильева тата Е.Р. Якимова сăвă вулакансене хаклакансем пулчĕç. Факультет студенчĕ, «Янра юрă» аснамбль солисчĕ Георгий Смирнов куракансене илемлĕ юрăпа саламларĕ. Шупашкарти тĕрлĕ шкулсенчен пуçтарăннă 30 ытла вĕренекен космос темипе хăйсем çырнă сăвăсене вырăсла тата чăвашла вуларĕç. Чи лайăх авторсем тата вулакансем Шупашкарти 62, 31, 2, 39, 50, 45-мĕш шкул вĕренекенĕсем пулчĕç. Конкурс çĕнтерӳçисене парнесем тата ача-пăча киленӳ центрне çӳремелли сертификатсем парса чысларĕç.