2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Пĕтĕм халăх диктанчĕ» акци старт илет. Вăл 8 сехетре чи малтан Владивостокра пуçланать. Каярах, висĕ сехетрен, диктанта Новосибирск хулинче çыраççĕ, 14 сехетре вара – Мускавра тата Санкт-Петербургра. Çак вăхăтрах диктанта Чăваш енри тĕрлĕ площадкăсенче çырма пулать. Диктанта Мускав вăхăчĕпе 23 сехетре кăçал пĕрремĕш хут Нью-Йоркра çырса вĕçлеççĕ. Çакăн çинчен тата ытти самантсем пирки журналистсене Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти координаторсем каласа пачĕç.



Чăваш ен тĕп хули диктант çырас акцие çиччĕмĕш хут хутшăнать. Пресс-конференцире Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров диктант çырас тĕллевлисене «пиллĕк» паллă илме сунчĕ.

– Эпир кашни отличникшăн савăнатпăр, – терĕ Андрей Юрьевич. – Вĕсен хисепĕ çулсерен тĕрлĕрен. Тен, çакă диктант текстĕнчен те килет. Тепле пулсан та, «5» илесси – чи пĕлтерĕшли мар. Тĕп шухăшĕ – вырăс чĕлхине юратасси, ăна лайăхрах пĕлесси.

Ректор пĕлтĕрхи çул 700 ытла çын диктант çырнине палăртрĕ, вĕсенчен 500-шĕ диктанта университетра çырнă. Университет урамĕнчи 38-мĕш çуртра вырнаçнă корпусра ытларах çын та йышăнма пулать, çавăнпа та ректор ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче пурне те университет аудиторийĕсенче парта йышăнма, диктант çырма йыхравларĕ.

«Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта диктант çырмалли пилĕк площадка пулать. Чи пысăкки – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче. Унта пырса çырас текенсен регистрациленме кирлĕ мар, диктант çырас ĕмĕтлисене пурне те йышăнаççĕ, – палăртрĕ Андрей Обжогин, Чăваш Республикинчи диктант акцийĕн координаторĕ.

Пĕлӳлĕх уявĕ кăçал тĕрлĕ интереслĕ мероприятисемпе пуянланнă. Пĕрремĕш хут – диктанта халалланă конвертсем пичетленсе тухнă. Раççей почти диктант çырмалли тĕп площадкăна килсе çитет, диктант çыракансем ку конвертсене илсе çыру яма пултараççĕ. Почта ĕçченĕсем вара хăйсен ĕç костюмĕсене тăхăнса пурте туслăн пĕр рете ларса диктант çырĕç. Диктанта йĕркелекенсем ыттисене те çакна тĕслĕх вырăнне илме сĕнеççĕ.

Диктанта вулакансем кăçал – университетри чи лайăх филологсем. Наци библиотекинчи площадкăра та диктанта вĕсемех вулĕç.

Пурне те диктант çырма чĕнетпĕр!



Одег Мальцев сăнӳкерчĕкĕсем.