2019 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче шкул ачисемпе студентсем хушшинче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнчери виççĕмĕш олимпиада иртрĕ. Олимпиадăна Раççейрен тата ун тулашĕнчен 400 ытла шкул ачипе студент хутшăнчĕ.


Олимпиадăна чăваш чĕлхипе литературине вĕренес туртăма ӳстерес, тăван культурăпа историе упрас, хисеплес тата вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.


Олимпиадăра икĕ енпе ăмăртрĕç: «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» тата «Чăваш чĕлхин илемĕ».


«Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» олимпиадăна 2018 тата 2019 çулсенче регионсенчи шкул ачисем хушшинче чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадăн 57 çĕнтерӳçипе призерĕ хутшăнчĕ.


«Чăваш чĕлхин илемĕ» олимпиада онлайн формăпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн дистанциллĕ вĕренмелли Мoodle системинче иртрĕ, унта Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Казахстанран тата Туркменистанран 355 вĕренекен хутшăнчĕ.


«Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» юхăм çĕнтерӳçисем сертификатсене, дипломсене тата парнесене тивĕçрĕç.


«Чăваш чĕлхин илемĕ» дистанциллĕ олимпиадăна хутшăннисене пурне те электрон почтăпа сертификатсем, çĕнтерӳçĕсемпе призерсене – I, II, III степеньлĕ дипломсем ярса парĕç.


Олимпиада результачĕсем:


Направление «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе».


«Чăваш чĕлхин илемĕ» олимпиада (çĕнтерӳçĕсем – аслă шкулсенче, колледжсемпе техникумсенче вĕренекен студентсем)


«Чăваш чĕлхин илемĕ» олимпиада (çĕнтерӳçĕсем – шкул ачисем)