Чăваш енре нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕ пырать.

2019 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Германи çĕршывĕ тăрăх йĕркеленĕ инçет экскурси иртрĕ.

Шупашкарти 19, 22, 24, 31, 39-мĕш шкулсенче тата 46-мĕш гимназире вĕренекен ачасем, çавăн пекех студентсем виртуаллă майпа Берлин, Гамбург, Кёльн, Мюнхен, Бремен, Дрезден, Лейпциг хулисене çитсе курчĕç, унти паллă вырăнсемпе паллашрĕç.


Экскурсовод ролĕнче вырăс чĕлхипе литература кафедрин преподавателĕ А.А. Обжогин пулчĕ. Видеопрезентацисемпе усă курса вăл Германи çĕршывĕн историйĕпе культури çинчен, ĕлĕкхи тата хальхи архитектура палăкĕсем, нимĕç халăхĕн йăли-йĕрки пирки интереслĕ каласа кăтартрĕ. Гид пулнă май, Андрей Александрович хăй пулса курнă Гёте тата Бах çуралнă хуласемпе çыхăннă асаилӳсене куç умне кăларчĕ.


Виртуаллă киноçулçӳревре ачасем Германипе çыхăннă интереслĕ информаци нумай итлерĕç, «одеколон» сăмах вара Кёльн нимĕç хули ятĕнчен пулса кайнине пĕлчĕç (одеколон «Кёльн шывĕ», нимĕçле Kölnisch Wasser).