Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Чăваш енри Германи кунĕсем» проектăн черетлĕ мероприятийĕ – «Aufgabenorientierter Deutschunterricht» / «Коммуникативные задания в обучении немецкому языку» / «Нимĕç чĕлхине вĕренмелли коммуникативлă заданисем» семинар иртрĕ.


Икĕ кунлăха тăсăлнă семинара Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тата аслă шкулсенче нимĕç чĕлхине вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Педагогсем занятире нимĕç чĕлхине вĕрентмелли коммуникативлă заданисемпе паллашрĕç, урокра усă курмалли çĕнĕ меслетсене ăша хыврĕç, вĕренекенсем валли хутшăну мелне аталантармалли ĕçсем хатĕрлеме хăнăхрĕç.


Семинара Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ çумĕнче ĕçлекен Гёте институчĕн ресурс центрĕн ертӳçи, мультипликаторĕ Кириллова Валентина Юрьевна ертсе пычĕ.


Нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕсем семинара çӳллĕ шайра ирттернĕшĕн тав сăмахĕ каларĕç, асăннă мероприяти професси компетенцийĕсене аталантарма пысăк пулăшу кӳнине палăртрĕç, педагогика çӳпçине çĕнĕ меслетсемпе, вĕрентӳ хатĕрĕсемпе пуянлатнине пĕлтерчĕç.


Семинара хутшăннă вĕрентекенсене сертификатсем тата пĕчĕк парнесем парса чысларĕç.