Мускав облаçĕнче Çĕнтерӳ волонтерĕсен пĕтĕм Раççейри вĕренӳ форумĕ иртрĕ. Унта «Çĕнтерӳ волонтерĕсем» обществăлла юхăмăн регион ертӳçисем, федераллă ушкăнсен представителĕсем, регионсенче волонтерсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелекенсем хутшăнчĕç. Чăваш Республикипе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕн студенчĕ, «Çĕнтерӳ элчи» титул хуçи Анастасия Миловидова паллаштарчĕ.



Форумра Аслă Аттелĕх вăрçи ветеранĕ З.П. Смирнова, Раççей Федераци Президенчĕн обществăлла проектсемпе ĕçлекен управлени ертӳçи С.Г. Новиков, çамрăксен федераллă агентствин руководителĕ А.В. Бугаев, Мускав облаçĕнчи социаллă коммуникацисен правительствин министрĕ И.В. Плещева, «Ăру астăвăмĕ» / «Память поколений» фондăн директорĕ Е.Г. Круглова, пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерӳ волонтерĕсем» обществăлла юхăмăн ертӳçи О.Н. Амельченкова тухса калаçрĕç.


Форума хутшăнакансем виçĕ кун хушшинче тĕрлĕ вĕренӳ программисене ăша хыврĕç: Аслă Çĕнтерӳ, Пирĕн çĕнтерӳсем, Медиаçĕнтерӳ, Ăрусен çыхăнăвĕ, Манăн çĕнтерӳ. Регионти Çĕнтерӳ волонтерĕсен координаторĕсем валли лекцисемпе тренингсем те иртрĕç.


«Çĕнтерӳ волонтерĕсен çĕнĕ проекчĕсем» вĕренӳ лапамĕнче паллă политиксемпе обществăлла деятельсем – Александр Хинштейн, Андрей Таранов, Дмитрий Блужин, Евгений Носиков тухса калаçрĕç.


Форумра çĕнĕ проектсене аталантарас ыйтусене те сӳтсе яврĕç, вĕсен шутĕнче – пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерӳ диктанчĕ» акцие ирттересси те.