2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче «М.В. Ломоносов одисем» темăпа йĕркеленĕ вырăс литература кружокĕ иртрĕ.

Заняти факультетри Пушкин тĕпелĕнче пуçланчĕ. Кружока хутшăнакансем А.С. Пушкин сăввисене аса илчĕç, вĕсене малтан вырăсла, унтан туркмен студенчĕсем хăйсен тăван чĕлхипе вуларĕç. Аудиторинче вара кружок ертӳçи О.К. Евдокимова М.В. Ломоносовăн вырăс литературинчи тӳпине А.С. Пушкин мĕнле хаклани пирки каласа кăтартрĕ, вулаканшăн Ломоносов мĕншĕн хаклă пулнине ăнлантарчĕ.


Занятин иккĕмĕш пайĕнче студентсем малтан мĕн вĕреннине аса илчĕç, «Оды на день восшествия на престол… 1747 года» хайлавăн тематика планне турĕç, тĕп темине палăртрĕç, текст сыпăкĕсене вуласа тишкерчĕç.