2019 çулхи ака уйăхĕн 10-25-мĕш кунĕсенче республикăра Чăваш чĕлхи эрнинче «Ачана чăвашла кĕнеке парнеле» ыркăмăллăх акцийĕ иртрĕ.

Чăваш чĕлхи кунне 1992 çултанпа уявлама пуçланă, ăна чăваш халăхĕн паллă просветительне, чăваш çырулăхне пуçарса янă Иван Яковлевич Яковлева (1848-1930) халалласа ирттереççĕ.


Çак кунсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ А.Ю. Александров Шупашкарти 29-мĕш вăтам шкулта пулчĕ, «Туслăх хĕлхемĕ» конкурсра сăвă вуласа çĕнтернĕ ачасене саламларĕ.


«Ачана чăвашла кĕнеке парнеле» ыркăмăллăх акцийĕ вăхăтĕнче Андрей Юрьевич ачасене тата шкул библиотекине илемлĕ чăваш кĕнекисем парнелерĕ.