Хисеплĕ преподавательсем, ĕçтешсем тата вĕренекенсем!

Майăн 1-мĕшĕ – пĕтĕм тĕнчери ĕç халăхĕн пĕр шухăшлăх кунĕ, çуркуннепе ĕç уявĕ!

Сире пурне те май уявĕн демонстрацине хутшăнма чĕнетпĕр.

Кăмăл тăвакансене çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче 9:00 – 9:30 сехетре В.И. Чапаев скверĕнче пухăнма йыхравлатпăр.

Демонстраци 10:00 сехетре пуçланать.