2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче вырăс литературин кружокĕ ĕçлерĕ. Хальхинче Д.И. Фонвизинăн «Недоросль» комедине пăхса тухрĕç, вуларĕç, анализ турĕç тата инсценировка лартрĕç.


Заняти унчченхисенчен урăхларах иртрĕ: Раççейре Театр çулĕ пулнине шута илсе, ют çĕршывран вĕренме килнĕ студентсем кашни шкул ачи пĕлекен Д.И. Фонвизин комедийĕнчи сценкăсене выляма шутларĕç. Заняти интереслĕ, хаваслă иртрĕ. Декорацисемпе костюмсем, монологсемпе диалогсем, артистсем куракансен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.


Удалова Лиза студентка кружок занятийĕн режиссерĕ пулчĕ (вырăс чĕлхиллĕ студентсем хăйсемпе пĕр курсра вĕренекен ют çĕршыв студенчĕсене пĕрмай пулăшаççĕ), актерсен ролĕнче вара Менглиева Фрюза, Хажибаева Махсуда, Чашемова Сурай, Шамурадова Эльнора вылярĕç. Куракансем вĕсене алă çупса йышăнчĕç.


Кун пек инсценировкăсем лартни комедие çăмăллăн ăнланса тишкерме май парать – çакă ĕнтĕ кружокăн тĕп тĕллевĕ.