2019 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ йăлана кĕнĕ йĕрке тăрăх çуркуннепе ĕç уявĕн демонстрацине хутшăнчĕ.

Ĕçтешсемпе студентсем университет ялавĕсемпе тата штандарчĕсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе, илемлĕ чечексемпе, Шупашкар 550 çулта пулнине кăтартакан символикăпа, пысăк колоннăпа В.И. Чапаев скверĕнчен пуçласа Атăл хĕрринчи Хĕрлĕ площаде çити ултă километрлă дистанцие хаваслăн утса тухрĕç.


Ывăнма пĕлмен Ульян ӳхĕ вара çул тăршшĕпе халăх кăмăлне çĕклерĕ, хула çыннисен, уйрăмах ачасен, юратнă талисманĕ пулса тăчĕ.


Университетри студентсен волонтер тата строитель отрячĕсем пурне те илемлĕ ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Çул айккипе вырнаçнă интерактивлăплощадкăсенчи юмах персонажĕсем тата пултарулăх коллективĕсем те иртсе пыракан халăха ăшшăн саламларĕç.


Çуркуннепе ĕç уявĕ Хĕрлĕ площадьре официаллă саламсемпе тата театраллă концертпа вĕçленчĕ.