Шкул ачисем, студентсем, служащисем, шкул тата аслă шкул вĕрентекенĕсем, журналистсем… Çак тĕрлĕ çулсенчи тата тĕрлĕ профессири çынсене пурне те вырăс чĕлхине юратни пĕрлештернĕ. Акан 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче «Пĕтĕм халăх диктанчĕ – 2019» отличникĕсене саламланă.


Савăнăçлă уяв çĕнтерӳçисене саламлакансем ЧПУ ректорĕ А.Ю. Александров, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ В.Л. Васильев, Чăваш Республикинчи Тоталлă диктант координаторĕ А.А. Обжогин пулчĕç. Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти диктант çырмалли лаптăксенче Павел Басинскийĕн текстне пĕтĕмпе 749 çын, вĕсенчен 75-шĕ вара диктанта «пиллĕк» паллăлăх çырма пултарнă çырнă (ку – республикăри çак акцин юлашки çичĕ çул хушшинчи рекорчĕ!).


Çак факта палăртнă май пирĕн ректор А.Ю. Александров çапла каларĕ: «Çĕнтерӳçĕсем хушшинче вырăс чĕлхине професси вырăнне хурса вĕренекен студентсемпе педагогсем çеç мар, урăх профессипе ĕçлекен çынсем те пулни уйрăмах савăнтарать. Çакă вăл эпир пурте вырăс чĕлхине юратни, хисеплени тата унпа тĕрĕс калаçас тени çинчен калать». Андрей Юрьевич килес çул акци çĕнтерӳçисен йышне 100-е çити ӳстерме сĕнчĕ.


Кăçал тĕрĕс çырассишĕн пĕрисем пуçласа «пиллĕк» илнĕ пулсан, теприсем вара çакăн йышши диктантăн «ветеранĕсем» шутланаççĕ. Тĕслĕхрен, тахçан университетри филологи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă Татьяна Синицкая чăн-чăн рекордсмен – ун кăçалхипе пиллĕкмĕш «пиллĕк». Унпа пĕрлех Анастасия ятлă хĕрĕ те диктант çырма килнĕ, вăл вара грамматикăна тĕрĕс пĕлекенсен йышне иккĕмĕш хут лекнĕ. Çавăн пекех Т.С. Сергеев профессор, историк та виççĕмĕш хут «пиллĕк» паллă илме пултарнă. Вăл каланă тăрăх, пысăк паллă илме ăна университетра эрнекунсерен иртекен вырăс чĕлхи занятийĕсем пулăшнă. Чи çамрăк отличник вара 10 çулхи Максим Сидоров. Сăмах май, вăл медицина факультетĕнче ĕçлекен доцентăн ывăлĕ.


Диктант ертӳçисем каллиграфилле почеркпа пĕр йăнăшсăр тата тӳрлетнисĕр çырнă икĕ ĕçе те палăртнă. Филологсем каланă тăрăх, çак диктантсене рамкăна вырнаçтарса стена çине çакса хума та юрать-мĕн.


Вырăс чĕлхине аван пĕлнине пирĕн вузра вĕренекен ют çĕршыв студенчĕсем те кăтартрĕç. Кăçал вĕсем акцие 14-ăн хутшăнса TruD тест çырчĕç.


О. Герасимова.

Чи анлă сарăлнă йăнăшсене пăхса тухнă май çакă та палăрнă: «спровоцировал», «обаяние», «пессимистический» сăмахсене тĕрĕс çырасси чи йывăрри пулнă иккен. Çитменнине, диктант çыракансем юлашки сăмахĕнче тăватă тĕрлĕ йăнăш тума та мехел çитернĕ-мĕн.