Кӳкеçри «Бичурин тата паянхи кун» музейра çулсерен авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Бичурин вулавĕсем» иртеççĕ. Уява паллă ентеше, тухăç тĕнчине тĕпчекен Н.Я. Бичуринăн çуралнă кунне халалланă.


Кăçал уява паллă тума вырăнти шкул ачисемпе учительсем, администраци членĕсем, аслă шкул вĕрентекенĕсемпе студенстем пуçтарăнчĕç. Пуçтараннисене малтанах Шупашкар районĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Димитриев саламларĕ. Тухса калаçакансем хушшинче Китайри Гуйчжоу университечĕн преподавателĕ Ма Ися та пулчĕ. Вăл Китайри тĕпчевçĕсем Н.Я. Бичуринăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнине палăртрĕ. Уява килнисем мухтавлă ентешĕн палăкĕ умне чечексем хучĕç.


Вулав вăхăтĕнче икĕ секци ĕçлерĕ: «Литература тĕпчевçисем Н.Я. Бичурин пирки» тата «Ӳнерти Н.Я. Бичурин сăнарĕ». Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ И.В. Софронова «Г.Ф. Юмарт тĕпчевĕceнчи Н.Я. Бичурин пултарулăхĕ» доклад турĕ. Конференцире чăваш уйрăмĕнчи тăваттăмĕш курсра вĕренекен Георгий Смирновпа Ксения Родионова та хутшăнчĕç.


Музейри хăнасем Н.Я. Бичуринăн ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн пултарулăхне тишкерекен тĕпчевсемпе тĕплĕнрех паллашрĕç, Китай культурине сăнлакан экспонатсене пăхса тухрĕç.