Чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ И.В. Софронова Хусан университетĕнче юпа уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Г. Тукай ячĕллĕ наци культурипе вĕрентĕвĕн аслă шкулĕнче иртнĕ «Атăл тăрăхĕнчи наци литературисем: культурăсем хушшинчи хутшăнусен ыйтăвĕ» конференцие хутшăнчĕ.


Хăнасене Тутар Республикин вĕренӳ тата ăслăлăх министерствин специалисчĕ Ильгиз Халиков тата филологипе культурăсем хушшинчи хутшăну институчĕн директор çумĕ Искандер Ярмакаев саламларĕç.


Пленарлă ларура Атăл тăрăхĕнчи аслă шкулсенчен килнĕ литературоведсем тухса калаçрĕç. Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ И.В. Софронова «М. Сениэль пултарулăхĕнчи тухăç литературин традицийĕсем» темăпа доклад турĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл мусульман литературин традицийĕсем тутар литератури урлă даспорăран тухнă чăваш авторĕсен пултарулăхне кĕме пултарнине çирĕплетрĕ.


Конференци вăхăтĕнче пурĕ тăватă секци ĕçлерĕ: «Республикăсенчи литературăсем хушшинчи хутшăнусен теори ыйтăвĕсем», «Атăл тăрăхĕнчи республикăсенчи наци литературисенчи жанр тата стиль ыйтăвĕсем», «Вăтам тата аслă шкулсенче наци литературине вĕрентес ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсем», «Атăл тăрăхĕнчи халăхсен фольклорĕ».


Конференцие хутшăнакансем наци литературисен паянхи уйрăмлăхĕсене тĕпчес ĕçре çакăн йышши мероприятисем ирттерни ырă витĕм кӳнине палăртрĕç, ку йышши ĕçе малашне те ирттерме сĕнчĕç.