И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче регионти студентсемпе ҫамрăксен «Человек. Гражданин. Ученый» фестивалĕ уҫăлчĕ.

Мероприятие шкул ачисем те хутшăнчĕç, университетпа паллашрĕç. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателěсем килнě хăнасене вĕренме кĕмелли çĕнĕлěхсем çинчен каласа кăтартрĕç.


Акă, тěслěхрен, 2020-мĕш ҫулта журналистика уйрăмне вĕренме кĕрес текенсен вырăс чĕлхипе тата литературипе патшалăх экзаменне тытмалла, унсăр пуçне факультетра хушма тĕрĕслев урлă тухмалла. Çитес çул çĕнĕ вĕренӳ направленийĕ уҫăлать ‒ икĕ профиллĕ педагогика пĕлĕвĕ (вырăс тата акăлчан чĕлхи). Унта вĕренме кĕрес тесен вырăс тата акăлчан чĕлхипе, обществознанипе экзаменсем тытмалла. Вырăс тата чăваш филологи уйрăмне вĕренме кĕмелли условисем улшăнман.


Фестиваль савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Салам сăмахĕсем хыççăн грант ҫĕнсе илнĕ студентсене палăртрĕç. Çěнтерӳçěсем хушшинче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕнчен студенчěсем те пур ‒ Алина Хабибуллина тата Дарья Борзаева (журналистика уйрăмĕ), Юлия Ильина (вырăс филологи уйрăмĕ).


Фестиваль ноябрь уйăхĕн 16-мĕшченех иртет. Студентсемпе шкул ачисене ăнăҫу сунатпăр!