«Ăшă салам кăшăлĕ» конкурс пуçланчĕ!

Чăвашла çырнă чи илемлĕ салам сăмахĕсене декабрĕн 15-мĕшчен йышăнатпăр.


Конкурса студентсем тата 9-11 классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ.


Конкурс номинацийĕсем:

- «Çĕнĕ çул саламĕ»;

- «Çуралнă кун саламĕ»;

- «Мартăн 8-мĕшпе саламлани»;

- «Çĕршыва хӳтĕлекенсен кунĕпе саламлани».


Сăвăлла е прозăлла çырнă салам тексчĕсене This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. электрон почтăпа ямалла.


Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе парнесем парса чыслăпăр.


Чи илемлĕ салам сăмахĕсене вара Чăваш наци радио эфирĕнче вуласа парĕç.


Конкурс çинчен – тĕплĕнрех