Çулçăсем те тăкăнса пĕтнĕпе пĕрех, юр та çунă темелле, пирĕн университетра вара – савăк «Ылтăн кĕркунне». Преподавательсемпе университет ĕçченĕсен коллективĕсенче кашни çул иртекен çак пултарулăх фестивалĕ пире каллех аслă шкулăн культура керменĕнчи сцени çине йыхăрчĕ.

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем Чăваш халăх артисчĕ И. Иванов ертсе пынипе хатĕрленĕ концерт программине Раççейри Литература тата Чăваш Енри К. Иванов çулталăкне халалларĕç. Концерт программин тĕп шăнăрĕ – чăвашсем Бичуринпа Пушкина кĕтсе илнине сăнарлакан театр сыпăкĕ. Унта чăвашсен авалхи йăли-йĕрки те, янравлă юрри те, хавас ташши те пулчĕ. К. Ивановăн «Нарспи» поэминчи йĕркесем чăвашла, вырăсла, пушкăртла, тутарла, çармăсла, турккăлла, нимĕçле, акăлчанла янăрарĕç. Вырăс чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Г.Е. Корнилов профессор Сергей Есенинăн «Качалов йыттине» сăвва вуларĕ.

Шăм-шака хускатмалли самантсем те, видео-ролик те пулчĕç сценаринче. Жюри пирĕн пултарулăха 3-мĕш вырăн парса хакларĕ. «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацире вара Иван Иванович Иванов доцент мала тухрĕ, «Чи лайăх халăх ташши» ăмăртура та пирĕн ушкăн ташшине çитекенни пулмарĕ. «Ылтăн кĕркунне» фестиваль преподавательсемпе вĕренекенсен ăсталăхне туптама, пĕр шухăшлă пулса ĕçлеме хавхалантарать.