Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпус фойинче «Кĕр парни – 2015» выставка иртрĕ. Ку мероприяти-конкурса 18 коллектив хутшăнчĕ.

Факультетсен ĕçченĕсем хăйсем çитĕнтернĕ улма-çырлапа, пахча-çимĕçпе, кĕркуннехи тухăçран ăсталанă тĕрлĕ япаласемпе тĕлĕнтерчĕç. Выставкăна хутшăнакансем пахча çимĕç ӳстерес, тутлă апат-çимĕç хатĕрлес вăрттăнлăхсене пайларĕç, шӳтлерĕç, юрларĕç…

Кашни факультет уява тăрăшса хатĕрленнĕ. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ «Кăмпа уçланки» номинацире мала тухрĕç.