Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Чăваш мифологийĕ: йĕркеленÿпе аталану тата культурăсен çыхăнăвĕ» регионсен пĕрлехи ăслăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ. Унта В.Г. Родионов профессор, Г.Г. Ильина тата Е.Ю. Иванова доцентсем хутшăнчĕç, авалхи чăваш тĕнĕн хăй евĕрлĕхĕпе, чăвашсен мифологиллĕ прозин уйрăмлăхĕсемпе, К.В. Ивановăн «Нарспи» поэминчи шывпа çулăм сăнарĕсен мифĕсемпе паллаштарчĕç.