Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Пĕтĕм Раççейри ГТО («Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр») физкультурăпа спорт комплексĕн çуллахи нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ. ГТО нормисене пурнăçлама пурĕ 333 преподавательпе сотрудник хутшăнчĕ, çул-ӳсĕмне кура хăйсене ултă тĕрлĕ ăмăртура тĕрĕслерĕ: винтовкăран пересси, мечĕк ывăтасси, челнокла чупасси, кĕлеткепе туртăнасси, гимнастика сакки çинче пĕшкĕнесси, вăрăмăшне сикесси.

Хутшăнакансенчен 223-шĕ ăмăрту нормативĕсене ăнăçлă пурнăçларĕ: 89 çын ылтăн, 79 – кĕмĕл, 66 çын пăхăр медале тивĕç пулчĕ. Ректорат йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн вĕсене 500 тенкĕ, ытти хутшăнакансене 300 тенкĕ парса хавхалантарĕç.

ГТО ăмăртăвне хастар хутшăнакансене саламлатпăр, спортпа туслă пулса малалла ăнтăлма сунатпăр!