Юпа уйăхĕн 28-31-мĕшĕсенче Мускавра вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстермелли Академире «Раççей халăхĕсен этнокультура аталанăвĕ тата наци пĕрлĕхне çирĕплетесси» ятпа тăван чĕлхене (çав шутра вырăс чĕлхине те) вĕрентекенсен Раççей шайĕнчи конкурсĕн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ иртрĕ. Унта ăмăртăва хутшăннă учительсем ăсталăх урокĕсем, маçтăр классем кăтартрĕç.

Сумлă мероприятие чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен вĕренсе тухнă Светлана Вячеславовна Тяхмусова хутшăннă. Жюри членĕсене вăл хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ, конкурс условийĕсене çÿллĕ шайра пурнăçласа 3-мĕш вырăна тухнă. Çĕнтерÿçĕ наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Федераллă агентствăн тата Раççей Федерацийĕн вĕрентÿпе ăслăлăх министерствин кубокĕпе дипломне тивĕçнĕ.Вырăс тата чăваш филологийĕпе культура факультечĕн ĕçтешĕсем Светлана Вячеславовнăна çĕнтерÿпе саламлаççĕ, вĕренекенĕн ÿсĕмĕпе мăнаçланаççĕ, малашне те хастар пулма ырлăх-сывлăх сунаççĕ.