Юпа-раштав уйăхĕсенче Раççей Федерацийĕн аслă вĕренÿ организацийĕсенче Наука фильмĕсен кунĕсем иртеççĕ. Çак проекта хутшăнма Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ тата наука министерстви 116 аслă шкула тата вĕренÿпе культура учрежденийĕсене суйласа илнĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ те çак йыша кĕнĕ. Студентсем наукăпа çыхăннă тĕрлĕ документаллă фильмсем («Чудеса России», «Планета», «Страсти по частицам», «Создатель», «Больше, чем мед») тÿлевсĕрех курма пултараççĕ.

Ăслăлăх фильмĕсен кунĕсене Шупашкар хулинчи шкулсенче вĕренекенсем те хутшăнма пултараççĕ. Курнă кинона Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе сÿтсе яваççĕ. Университетра Ăслăлăх фильмĕсен кунĕ чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче 15 сехетре уçăлĕ, çав кун студентсен обществăлла организацисен активисчĕсем «Планета» ятлă кино пăхĕç. Кинокурав раштавăн 12-мĕшĕччен пырĕ.