Хаклă шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче ноябрĕн 2-7-мĕш кунĕсенче «Грамотей» кĕрхи каникул шкулĕ ĕçлет. Унта вырăс чĕлхипе тарăнрах пĕлӳ илме, вĕреннине аса илсе çирĕплетме, пĕрлехи патшалăх экзаменне, олимпиадăсемпе конференцисене хатĕрленме май пулĕ. Çавăн пекех «Грамотей» шкулта ачасем чĕлхе историне вĕренĕç, лингвистика задачисем шутласа пĕлĕве пуянлатĕç. Занятисене экзамен комиссийĕнче нумай çул ĕçлесе опыт пухнă преподавательсем ирттереççĕ.

Хакĕ – ултă куншăн пин тенкĕ.

Шкул ертӳçи – Кожемякова Екатерина Аркадьевна, 8-903-063-09-22; www.vk.com/gramotey_chgu

Заявкăна This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. электронлă адреспа яма е шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.