Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлевăн Асăну кунĕ иртрĕ. Наци библиотеки умĕнчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ скверта министерство представителĕсем, культурăпа искусство деятелĕсем, студентсемпе шкул ачисем, вĕрентекенсем, поэтсемпе писательсем пуçтарăнчĕç. Мероприятие вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем хутшăнчĕç, палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.