Республикăра чăвашсен паллă поэтне Çеçпӗл Мишшине халалласа çулсеренех тĕрлĕ мероприяти ирттересси йăлана кĕчĕ. Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çеçпĕл скверĕнче вырнаçнă палăк умĕнче сăвăç çуралнăранпа 116 çул çитнине уявларĕç, чечек кăшăлӗ хучĕç. Мероприяти Чăваш Енӗн Культура, наци ӗçӗсен тата архив ӗçӗсен министерстви, республикăн Вӗренӳ тата çамрăксен ӗçӗн министерстви, Шупашкар хула администрацийӗ тата Чăваш наци конгресӗ йӗркеленипе иртрĕ. Митинга поэтсемпе писательсем, искусство ĕçченĕсем, аслă шкул представителĕсем, учительсемпе шкул ачисем пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче аслă сăвăçăмăр пилленĕ тантăшлăх, тăванлăх тата ирĕклĕх кăварне чĕрисенче сÿнме паман вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсемпе преподаваталĕсем те пулчĕç. Çеçпĕл Мишши «Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!» тесе чĕнсе калани пирĕншĕн яланах пĕлтерĕшлĕ. Вăл чĕлхе асамлăхĕпе вăйне, тăван халăхăмăр культурин хаклăхне туйма-ăнланма пулăшать.