Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш литературин антологийĕн» черетлĕ томĕ пичетленсе тухрĕ. Вăл ача-пăча литературин аталанăвне туллин кăтартса парать. Кĕнекене XIX-XXI ĕмĕрсенчи чăваш çыравçисен ачасемпе çамрăксем валли çырнă чи лайăх хайлавĕсем кĕнĕ. Пĕтĕмпе 180 ытла автор пултарулăхĕпе паллашма пулать. Антологире сăвăсем, юптарусем, калавсем, шӳтсем, юмахсем, повеçсемпе пьесăсен сыпăкĕсем пичетленнĕ. Çак пысăк калăпăшлă ĕçе пурнăçлаканĕ – чăваш филологийĕпе культура кафедрин ĕçченĕ И.В. Софронова доцент. Маттур вăл!