Чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ студентсем пушă вăхăтпа тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Чылайăшĕ аслă курссенче вĕренекен юлташĕсем, паллакансем е тăванĕсем сĕннипе тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсене çӳрет. Нумай пулмасть-ха чăваш уйрăмĕнче вĕренекен Женя Григорьев, Петя Ермолаев, Юра Теренин тата ытти студентсем П. Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ çумĕнче ĕçлекен халăх театрне, Нина Панина режиссёр патне çӳретчĕç. Халĕ вĕсем хăйсем спектакльсем лартаççĕ, киносемпе кулăшсем ӳкереççĕ, артист ролĕнче выляççĕ.

4-мĕш курсра вĕренекен Кристина Байбаторова вара Трактор тăвакансен культура керменĕ çумĕнчи «Çăлкуç» халăх театрне çÿрет. Пултарулăх ушкăнне чăваш халăх артисчĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Скворцова ертсе пырать. Вăл çĕнĕ пьесăсем çырать, тĕрлĕ автор хайлавĕсене сцена çине кăларать, çамрăксене сцена ăсталăхне вĕрентет.

Чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Г. Скворцова ертсе пыракан халăх театрĕ сцена çине «Хĕрсĕр ял та хĕсĕр мар» черетлĕ спектакль кăларчĕ. Паянхи ялăн пурнăçĕ, проблемисем, аслисемпе кĕçĕннисем хушшинчи хутшăну, юратура çирĕп пуласси тата ытти ыйтăва хускатать çак спектакль.

Кристина Байбаторова ырă кăмăллă та тирпейлĕ Наçтаç почтальонка рольне вылять. Студентка сцена çинче чăн-чăн артистран пĕрре те кая мар, произведенири сăнара туллин, куракансене кăмăла каймалла уçса парать. «Çăлкуç» халăх театрĕ çак спектакльпе чылай яла çитсе курма ĕлкĕрнĕ. Пур çĕрте те куракансем ăна хапăл туса йышăннă. Сăмах май каласан, премьера вăхăтĕнче те Трактор тăвакансен культура керменĕн пĕчĕк залĕнче пушă вырăн çукпа пĕрехчĕ.

Çамрăк артисткăна вĕренӳре тата пултарулăхра ăнăçу сунатпăр!