Чӳк (ноябрь) уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мускаври «Холл хыпарĕсем» / «Известия Холл» концерт залĕнче студентсен кăларăмĕсемпе çамрăк журналистсен пĕтĕм Раççейри «Хрусталь çĕмрен» / «Хрустальная стрела » конкурс çĕнтерӳçисене чысланă.

Аслă шкул тата студентсен журналистика сферинче анлă сарăлнă çак конкурс кăçал 12-мĕш хут иртнĕ. Хальхинче конкурса Раççейри 403 аслă вĕренӳ шкулĕнчен 4569 пултарулăх ĕçĕ тăратнă.

Конкурс çĕнтерӳçисене 12 номинаципе хакланă. «Чи лайăх радиопрограмма» номинацин лауреачĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика уйрăмĕнче 4-мĕш курсра вĕренекен Артем Гаврилов пулса тăнă. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе «хрусталь çĕмренсем» парса чыслама патшалăх тата общество ĕçченĕсем, журналистикăри, эстрадăри паллă çынсем пуçтарăннă.