Чӳк (ноябрь) уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Çĕнĕ тĕнчепе паллашар» кружокăн черетлĕ занятийĕ иртрĕ. Унăн теми – «Культурăсен хутшăнăвĕ: Раççей тата араб тĕнчи».

Кружокçăсем араб культурипе йăли-йĕрки, чĕлхипе çырулăхĕ çинчен нумай интереслĕ информаци пĕлчĕç.

Кружок хăнисем – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренекен Израиль студенчĕсем пулчĕç. Вĕсем фитонимсемпе зоонимсен çинчен вырăс тата араб чĕлхинчи тĕслĕхсемпе танлаштарса каласа кăтартрĕç. Араб тата вырăс халăхĕн икĕ расна культури кружокри ачасене çав тери интереслентерсе ячĕ, ку темăпа питĕ нумай ыйту-хурав пулчĕ.

Заняти вĕçĕнче араб çырулăхне вĕрентекен маçтăр-класс ирттерчĕç. Кружок хăнисем араб графикин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç, кружокçăсем вара хăйсен ячĕсене араб сас паллийĕсемпе шăрçалама тăрăшрĕç.

Заняти пурне те питĕ килĕшрĕ. Хăнасене те, кружокçăсене те пысăк тав!

Çитес заняти раштав (декабрь) уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртĕ, унăн теми – культурăсен хутшăнăвĕ тата конфликтсем, тĕрлĕ халăхлă регионсенчи лару-тăру.

Хапăл туса кĕтетпĕр сире, туссем!

Кружок занятийĕ вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче 407-мĕш пӳлĕмре (Университет урамĕ, 38) пулать.

Ыйтса пĕлмелли телефон:

8 927 854 79 54 – Петухова Мария Евгеньевна,

8 905 344 32 35 – Симулина Ирина Алексеевна.